Чăваш эрни

Чăваш эрни

Шкулчченхи ушкăнра  чăваш эрни иртрĕ. Çак эрне, чăваш халăхне çутта кăлараканĕн, чăваш çырулăхне йеркелесе яраканĕн Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă. И.Я.Яковлев çинчен тĕплĕнрех калаçрăмăр, унăн букварĕнчи пĕчĕк калавсене  вуларăмăр. Ачасемпе савăнăçлă вăйăсем вылярăмăр, чăваш тĕррипе паллашрăмăр, вĕсен пĕлтерĕшне верентĕмĕр, чăваш сăвви кунĕ ирттертĕмĕр. Гренадерова Валерия кашни çул ирттерекен «Хунав» конкурсра хутшанчĕ. Сăвă пăхмасар каласа парса  виççĕмеш вырăн йышăнчĕ вăл. 

Эрне хушшинче ирттернĕ меропиятисем ачасен туслăх туйăмне çирĕплетеççĕ,   пĕр - пĕрне пулăшма тата ăнланма хăнăхтараççĕ, Тăван çĕршыва , тăван чĕлхене юратма  вĕрентеççĕ .