Тăван чĕлхе - пĕлÿ çăлкуçĕ

Тăван чĕлхе - пĕлÿ çăлкуçĕ


📖 Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхшăн мĕн тери пысăк ĕç тунине ăнланса илме, ăна тивĕçлипе хаклама тытăниччен вăхăт чылай кирлĕ пулнă.
📗И.Я.Яковлев кунçулĕпе творчествине тĕпчеме хавхалантарас,Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историйĕпе интереслентерсе ярас, вĕренекенсен творчествăлла пултаруллăхне аталантарас тĕллевпе И.Я.Яковлев – чăвашсен аслă вĕрентекенĕ темăпа класс сехечĕ ирттертĕмĕр.
Вĕрентекен чăвашсен чи паллă, чи ăслă çынни çинчен каласа пачĕ. Ăна тепĕр майлă чăваш халăхĕн улăпĕ теççĕ.

📙4-– мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен. каласа пачĕç.
📗Ачасем каласа пĕтерсен вĕрентекен пĕтĕмлетÿ турĕ. Класс сехечĕ
«Эпĕ - шкул ачи» чăваш юррипе вĕçленчĕ.