Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Паян Чирĕкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тěп шкулта Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕç.
Уявăн
тĕллевĕ – ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе
илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.
И.Я. Яковлев çуралнăранпа 176 çул çитнине халалланă уяв ирттертĕмĕр. Чăваш юррисем шăранчĕç, илемлĕ сăвăсем янăрарĕç.