Ака
уйăхĕн12- мĕшĕнче «Космонавтсен кунĕ». Çак куна чысласа кĕçĕн класра
вĕрентекенсем ачасемпе калаçу сехечĕ ирттерчĕç. Юрий Алексеевич Гагарин çинчен
вĕрентекенсем тĕплĕн паллаштарчĕç. 4 мĕш класра вĕренекенсем Андриян
Григорьевич Николаев çинчен каласа пачĕç. Васильева Н. библиотекарь ачасемпе
космос çинчен викторина ирттерчĕ, ÿкерчĕксем ÿкерчĕç. Самолет макечĕсем турĕç.
Космонавт пуласси çинчен сăвăсем хăйларĕç. Сăвви Василий Кервенĕн, кĕвви
ВячеславПетровăн «Çамрăк космонавт юррине» юрлама вĕренчĕç.Пурнăç халĕ -
фантастика евĕрлех. Вăл çав тери вăйлă аталанать. Ачасем те тĕрлĕрен çĕнĕлĕхсем
уçаççĕ. Нумаях та вăхăт иртмĕ - вĕсем аслисемпе пĕрле уçлăха та вĕçсе хăпарĕç.
Çавăн пиркиех ĕнтĕ çакă юрă.
Тĕллев,
телей пек, кирлĕ
Мĕн
ачаран çынна.
Туятăп,
питĕ кирлĕ
Вăл
пулăшрĕ мана:
Эп
паянтан –
Çамрăк
капитан.