Тунти кун Ай, юрлар-и юррине, ай ташлар-и ташшине

Тунти кун Ай, юрлар-и юррине, ай ташлар-и ташшине


Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăваттамĕш класра, ачасене чăваш халăх йăла – йĕркипе паллаштарас, вĕсен тавра курăмне, пуплевне аталантарас, чăваш халăхăн юрри-ташшин илемлĕхне туйма хăнăхтарас, ачасене туслă, пĕрле юрласа, ташласа савăнса пурăнма вĕрентес тĕллевпе «Ай, юрлар-и юррине, ай ташлар-и ташшине»уяв ирртертĕмĕр. Уяв Чăвашсен гимне юрланипе пуçланчĕ. (Ачасем ура çине тăрса юрларĕç.)Вĕрентекен И.Я.Яковлев çинчен каласа пачĕ. И.Я.Яковлев чăваш юррисене питĕ килĕштернĕ(«Чăваш юрри» калавран) Ача чухне манăн пурнăçра хутран- ситрен савăнăçпа вăйă-кулă та пулкалатчĕ.Çу уйăхĕн малтанхи кунĕсенче çамрăксем вăйă картине пухăнса юрлатчĕç, ташлатчĕç. Вăйăра малтанах иртнĕ çул юрланă юрăсене шăрантараççĕ, хыççăн – çĕнĕ юрăсем хывса юрлама тытăнаççĕ (вĕсене, паллах, çырса пыман, асра кăна тытнă. Эпĕ хам нихăçан та юрламан, сасса уйăрма та юрлама та пĕлместĕмччĕ. Çапах та чăваш юррисене çĕнетсе юрлани ман чунăма пырса тиветчĕ. Ача чухне илтнĕ чăваш юррисем чылайăшĕ хăйне евĕр. Ташши – яланах илемлĕ ÿкерчĕк. Чăваш кĕввисем чуна тыткăнлаççĕ.

Етĕрне енĕ ĕлĕкрен илемлĕ

Чăн тÿперен илĕртет хĕвелĕ

Сăр шывĕн хумĕсем

Кĕвĕлеççĕ юрăсем.

Вĕрентекен Етĕрне çинчен юрă юрласа пачĕ. Ачасем «Митюк тухрĕ урама» юрă юрларĕç. Уяв чăваш ташшипе вĕçленчĕ.