Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022


Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акци иртет.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Чирĕккасси шкулĕн 5-10 классенче вӗренекенсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие хутшӑнчӗҫ. Текста вулаканĕ - Чирĕккасси ял вулавăшĕн библиотекарĕ Васильева Н.Н. Паллах, диктант ҫырма пуҫличчен, ачасем орфографипе пунктуаци правилисене аса илчĕç.
Акци усăллă та тухӑҫлӑ иртрӗ.

Ӑнӑҫу сунатпӑр вӗренекенсене!