Мăнкун уявĕн йăли-йĕркисем

Мăнкун уявĕн йăли-йĕркисем


      Мăнкун уявне улттăмĕш класс ачисем те хаваспах кĕтеççĕ. Паянхи кун вĕсенчен кашниех хăйсен çемйипе Мăнкуна епле кĕтсе илни çинчен кĕске хайлавсем çырса килсе тантăшĕсене паллаштарчĕ, уявăн апат-çимĕçĕпе юлташĕсене хăналарĕ.


Паллах, уяв вăйă-кулăсăр иртмен. Çавна асра тытса ачасем тĕрлĕ вăйăсене хутшăнчĕç, уяв çăмартисене кустартас ăмăртури çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç.

Çапла вара, пирĕн çамрăк ăру Мăнкун уявĕн йăли-йĕркипе , апат-çимĕçĕпе паллашрĕ, чăваш халăхĕн сăмахлăхĕпе пуянлăхне упраса хăварма сăмах пачĕ.