Мăнкун— провослави тӗнне ӗненекенсен чи пысӑк та савӑнӑҫлӑ уявӗ. Христос чӗрӗлнине палӑртакан куна вӗсем, «Пур уявсен уявӗ», — теҫҫӗ. Ҫак кун пур ҫын та начаррине манса лайӑххи пирки ҫеҫ шухăшлать, ырă малашлăх пирки ĕмĕтленет.
Мӑнкуна кĕтсе илме Чирĕккасси шкулӗн вӗренекенӗсем те хатӗрленеççĕ. Пиллĕкмĕш классем паян «Асамлӑ ҫӑмартасем» ӑмӑртăва хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ӑсталанӑ Мӑнкун ҫӑмартисем ҫав тери асамлӑ та илӗртӳллӗ пулса тухнӑ. Уйрӑмах Шашкина Катьăн, Григорьева Дианăн, Зинькова Аринăн пултарулӑхӗ пурин кӑмӑлне те кайрӗ.
Конкурса хутшăннисĕр пуçне ачасем уяв çăмартисене капăрлатма вĕрентекен ăсталăх класне курчĕç, Мăнкун уявĕнче вылянă вăйăсемпе паллашрĕç.