Çĕнĕ ятсем уçатпăр» поэзи сехечĕ

Çĕнĕ ятсем уçатпăр» поэзи сехечĕ



Çĕнĕ ятсем уçатпăр» поэзи сехечĕ (10 класс)

Поэзи — пурнăç илемĕпе тĕрекĕ тесе калаççĕ. Çак сăмахсемпе вуннăмĕш класс вĕренекенĕсем те килĕшеççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем «Литературăллă Чăваш Ен» конкурсра хутшăнакан «Пĕчĕкçĕ шевле» (Я — маленькая точка во Вселенной) кĕнекепе паллашрĕç, унти «Ку ачасем пĕлмеççĕ Чăвашла», «Атте анне чĕлхи» тата ытти сăвăсене те вуларĕç. Кĕнеке авторĕ - çамрăк поэтесса Ольга Австрийская. Ачасене авторăн сăввисенчи çепĕçлĕх, хĕрÿ тÿйăмĕпе тÿрĕлĕхĕ тыткăнларĕç. Лирика геройĕшĕн чун тасалăхĕ малти вырăнта. Юратупа туслăх мăшăр çунат парнелеççĕ, телей тÿпине çĕклеççĕ ăна. 


Тăванлăх — ун тĕнчине тытса тăракан асамлă хăват вырăнĕнче. Автор шухăшĕпе, сăвăра чун пулмалла. «Чун поэзи темле эрешлĕ пулсан та, пушă, сивĕ», - тет О.Австрийская. Вулакансем автор сăввисенче хăйсене курчĕç, мĕншĕн тесен сăвăсенче тĕвĕленнĕ юрату, ырату-савăнăç, хурлану-ăраскал кашнин чунне пырса тивет.