Хаваслă ачалăх ( 6 класс)
Ачалăх... Чи илемлĕ те таса вăхăт. Ачалăх кунĕсем, унăн хаваслă саманчĕсем, вăййисем кашни çыннăн асĕнче юлаççĕ.
Чăваш чĕлхипе литература эрнин тепĕр кунне эпир ачалăха, ача-пăча сăмахлăхне халалларăмăр. Улттăмĕш класс ачисемпе «Ят пĕлмелле», «Çĕрĕлле» тата ытти вăйăсене вылярăмăр, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарăмăр, туслăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илтĕмĕр. Унсăр пуçне, «Лиретарурăллă Чăваш Ен» конкурса хутшăнакан А.А.Галкинăн «Хаваслă ачасем» кĕнекинчи хăш-пĕр хайлавĕсемпе паллашрăмăр. Кĕнекери тĕп сăнарсене — Михаçпа Çимушăн характеристикисене пăхса тухрăмăр.
Ачасене кĕнеке питĕ килĕшрĕ. Вĕсене тĕп геройсен шухăш-ĕмĕчĕ кăсăклантарчĕ. Хайлаври ача-пăча мыскарисем, кулăшла лару-тăрусем култарчĕç те, хумхантарчĕç те, çав вăхăтрах ачалăха савăнса ирттермеллине аса илтерчĕç.