Айтăр вăййа тухар-и?

Айтăр вăййа тухар-и?

5 мĕш кун.Эрне кун Айтăр вăййа тухар-и?

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче тăваттамĕш класра, ачасене чăваш халăхĕн авалхи вăййисемпе паллаштарас, авалхи вăйăсен тĕслĕхĕсене аса илес, вăйă сăввисемпе юррисен илемне, асамлăхне тата пĕлтерĕшне туйса илес, пĕрлехи ĕçсем ирттерсе ачасен калаçу чĕлхине аталантарас тĕллевпе Айтăр вăййа тухар-и? Вăйă ирттертĕмĕр. Вăййа вĕрентекен çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ. Эх ачалăх-ачалăх! Вăйă, кулă, савăнăç кашни çын пурнăçĕнче вăйă пысăк вырăн йышăнать!. Вăйăра пĕр-пĕрнне пулăшма, пĕр-пĕринпе ăмăртма, тупăшма вĕренетпĕр.Мĕнле ача вăйă вылямасăр çитĕнет-ши? И Я. Яковлев, пĕчĕк Якку та вăйăсем выляма юратнă. Эпир ун пиркиИван Яковлев «Çитĕннĕ вăхăт» кĕнекерен вуласа пĕлтĕмĕр.Белов Никита сăвă вуларĕ.

Кашни кунах шкула çÿретпĕр,

Пĕлÿ илме те тăрăшатпăр.

Пурнăçра вара пĕлÿсĕр

Эс пĕр утăм тăвас çук.

Йăнăшсенчен хăтăлса

Ăс -тăна аталантарар.

Паян вара вăй выляр,

Пĕр-пĕрин вăйне пĕлер.

Пурте пĕрле тăрăшса

Айтăр, выляма пуçлар.

Выляма пуçличчен юрă юрларăмăр, пурне те выляма чĕнни.

Юрă «Выляма чĕнни»

Кĕвви С.Максимовăн

Сăвви Н.Ваççанкан

1.Атя, Ванюк, урама,

Унта сана кĕтеççĕ:

Мишша, Анна. Хĕвекла

Вылямашкăн чĕнеççĕ.

2.Малтан выляр лапталла,

Унтан вара лашалла.

Кайран эпир çырмаран

Шур тăм кайса илĕпĕр.

3.Унтан эпир вăл тăмранĕ

Кĕлеткесем тăвăпăр:

Лашасем те ĕнесем,

Упасем те тăвăпăр.

(Кулленхи пурнăçпа, ĕçпе çыхăннă вăйăсем вылярăмăр. Пурте пĕрле ваттисен сăмахне каларăмăр)

Вăйă- вăйпала,

Ĕç - ĕçпеле.

«Лашалла» вăйă вылярăмăр

Айтăр вăййа тухар-и те

Вăй картине тăрар – и (Ачасем вăйă картине тухса вылярĕç.)

«Çерем ватса вир акрăм» (Чăваш халăх юрри)

(Ачасем куç хупмалла вылярĕç, тата ытти вăйăсем те вылярĕç.) Ачасене питĕ килĕшрĕ вăйăсем выляма.

Ах, ачалăх, ачалăх…

Ачашлăхсăр пулмасть вăл.

Ачашлăхри ачалăх

Аваллăха юлать вăл.