ТĂВАН ÇĔР-ШЫВРАН ХАКЛИ НИМĔН ТЕ ÇУК

ТĂВАН ÇĔР-ШЫВРАН ХАКЛИ НИМĔН ТЕ ÇУК

ТĂВАН ÇĔР-ШЫВРАН ХАКЛИ НИМĔН ТЕ ÇУК

Эпир Чăваш Республикинче пурăнатпăр, хамăр çуралса ÿснĕ çĕр-шыва Улăп çĕр-шывĕ тетпĕр. Улăп тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, питĕ маттур та хаюллă паттăр пулнă теççĕ. Вăл чăвашсене вут тупса панă, кÿршĕсемпе килĕштерсе пурăнма вĕрентнĕ, тăшмансенчен хÿтĕленĕ.

 Улăп çĕр-шывĕ Раççей варринче, Атăл хĕрринче, Сĕвепе Сăр шывĕсем хушшинче вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ пысăках мар, 18,3 пин тăваткал метр шутланать.

Кунта чăвашсем, вырăссем, тутарсем, ирçесем тата ытти тĕрлĕ наци çыннисем пурăнаççĕ.Улăп çĕр-шывне таврари халăхсем юратса ĕçчен те маттур çынсен çĕрĕ теççĕ. Пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ.

Чăваш Республикинче 21 административлă район,  тăхăр хула: Шупашкар (442 пин çын), Çĕнĕ Шупашака  (121 пин çын), Канаш (57 пин çын), Улатăр (48 пин çын), Çĕмĕрле (43 пин çын), Куславкка (13 пин çын), Сĕнтĕрвăрри (11 пин çын), Çĕрпÿ (11 пин çын), Етĕрне (11 пин çын).


Паян 9-мĕш класс ачисем «ТĂВАН ÇĔР-ШЫВРАН ХАКЛИ НИМĔН ТЕ ÇУК» краеведени сехетне хутшанчĕç. Мероприятинче вĕсем пĕр-пĕрне тăван çĕр-шывăн хулисен историйĕпе, унти паллăрах вырăнсемпе, культурипе тата символĕсемпе паллаштарчĕç. Юлашкинчен, библиотекарь Шупашкар хули тăрăх виртуаллă экскурси ирттерчĕ. Мероприятие çавăн пек йĕркесемпе вĕçлерĕç:


Эпир - 9-мĕш класс ачисем,

Чирккасси шкулĕн çамрăк хунавĕсем.

Чăвашла юрлатпăр хаваспа,

Мухтанатпăр, Чăваш Ен, санпа!