Чăваш чĕлхи — пуян чĕлхе. Тăван чĕлхене пĕлни ытти чĕлхесене тĕплĕнрех пĕлме, вĕренме çеç пулăшать. Ахаль мар И.Я.Яковлев: «Икĕ чĕлхе — икĕ ăс, виçĕ чĕлхе — виçĕ ăс», - тенĕ.
Тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçни, тĕрĕс çырни - çыннăн культура шайĕ. Çакна шута илсе 7-мĕш класс ачисем паян хăйсен чĕлхе пĕлĕвĕсене тĕрĕслеме «Пĕлÿ шыраса...» интерактивлă вăййа хутшăнчĕç, чĕлхе наукин фонетика, лексика, морфологи, орфографипе пунктуаци пайĕсемпе çыхăннă ĕçсене пурнăçларĕç. Юлашкинчен, ачасем чĕлхене упрасси, ăна ÿсме пулăшасси çинчен пĕтĕмлетÿсем турĕç.