Чăваш чĕлхи – пуян чĕлхе класс сехечĕ.

Чăваш чĕлхи – пуян чĕлхе класс сехечĕ.

Чăваш чĕлхи – пуян чĕлхе класс сехечĕ.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче тăваттамĕш класра, ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарас, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшас тесе Чăваш чĕлхи – пуян чĕлхе класс сехечĕ иртрĕ.«Сцена çинче плактсем: «Чăваш чĕлхи-пуян чĕлхе», «чĕлхе çинчен каланă ваттисен сăмахĕсем»Кĕвĕ янăрать. Чăваш çипуçне тăхăннă вĕрентекен, икĕ ертÿçĕ хĕр ачапа арçын ача тухса чăваш чĕлхи çинчен сăвă вуларĕç.

Вĕрентекен те сăвă вуларĕ.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе.

Эс пин чĕлхерен чи çепĕççи.

чи пахи, эс – чун уççи

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе

Вĕрентекен шкулта та сăвă çыракан ачасем пурри çинчен пĕлтерчĕ. Пирĕн пĕчĕк çыравçăсем хăйсен сăввисене вуласа пачĕç. Зубкова Еван сăвви пурне те килĕшрĕ.

Эп Кĕтерук, эс Кентти,

Эпир туслă ачасем.

Вĕренетпĕр пĕр шкулта,

Пĕр шкулта та пĕр класра.

Вĕренетпĕр чăвашла,

Калаçатпăр вырăсла.

Манман чăвашла эпир,

Мухтанса калаçнă вырăсла,

Паянтан вара эпир,

Калаçатпăр чăвашла.

Хамăр чăваш чĕлхине,

Манас марччĕ нихăçан.

Класс сехечĕ «Ман юратнă тăван ял Чирĕккасси» юрăпа вĕçленчĕ.