Чăваш чĕлхипе литература эрнинче эпир Чăваш Енĕн паллă çыннисене халалланă литературăпа краеведени сехечĕсене сахал мар ирттеретпĕр. Паянхи куна эпир Н.И.Ашмарина халалларăмăр. Тĕрĕк чĕлхисене тĕпченĕ ученăй ятне паян тĕнче пĕлет. Вăл вăтăр çул хушши пухса хатĕрленĕ 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» пирĕншĕн çав тери пысăк пуянлăх шутланать. Унта 56 пин ытла сăмах кĕнĕ. Çак пуянлăхпа паян пиллĕкмĕш класс ачисем вулав сехетне хутшăнса, Г.Матвеевăн мухтавлă ентешĕмĕре халалланă «Хутлă-хутлă кермен» сăвăлла халапне вуласа паллашрĕç. Хайлавра словарĕн пуянлăхне кăна мар, чăваш чĕлхине упраса хăварас тата малалла аталантарас ĕçри пĕлтерĕшĕ çинчен те каланă.
Хайлав ачасене питĕ килĕшрĕ, словарьпе час-часах усă курас кăмăла çуратрĕ.