Чăвашлăха тĕпченĕ ученăйсем
Чăваш чĕлхипе литература эрни малаллах тăсăлать. Паян Чирĕккасси шкулĕн 8-мĕш класс ачисем «Чăвашлăха тĕпченĕ ăсчахсем» ятлă краеведени сехетне хутшăнчĕç. Асăннă мероприятие Етĕрне районĕнчен тухнă тĕпчевçĕсемпе ученăйсене халалларăмăр, вĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, тĕпчев ĕçĕсемпе, кĕнекисемпе паллашрăмăр.
Юлашкинчен, 17 томлă вилĕмсĕр «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» словарĕн авторне — Н.И.Ашмарина халалланă «Творец чувашского языка» («Чăваш чĕлхин хайлавçи») буктрейлер куртăмăр.