Чăваш калавĕсен фестивалĕ

Чăваш калавĕсен фестивалĕ

3 мĕш кун юн кун

 

Ачасене И.Я.Яковлевăн калавĕсемпе палаштарас, калавсем вулама туйăм çуратас, сцена çинче пĕчĕк артистсем пек пулса выляма хăнăхтарас тĕллевпе И.Я.Яковлевăн калавĕсем тăрăх «Чăваш калавĕсен фестивалĕ»ирттертĕмĕр

 

Фестиваль юхăмĕ.

Вĕрентекен.ачасене И.Я. Яковлев ачасем валли нумай калавсем çырни çинчен,И.Я.Яковлевăн «Ача-пăча калавĕсем». кĕнекипе паллаштарчĕ

Эсир, ачасем И.Я.Яковлевăн мĕнле калавĕсене пĕлетĕр?(Ачасем хуравлаççĕ.)

Кам калавĕсене вуланă?(Ачасем хуравлаççĕ)

(Вĕрентекен пĕчĕк куравçăсене И.Я.Яковлевăн калавĕсемпе паллаштарать. Куравçăсенчен ыйтса мĕнле калав килĕшнине вуласа парать, тепĕр калавне каласа парать.)

Малалла сцена çинче пĕчĕк артистсем.

Калав ячĕ «Автан». Тĕп сăнарĕ ку калавра Автан.

Чи хăюллă ача Скворцов Кĕçтук (Костя) И.Я.Яковлевăн «Автан» калав тăрăх выляса парать.(Ачасем сцена çинче выляма пуçличчен, вĕрентекен калав ятне каланă хыççăн, мĕнле сăнарсем вылянине ыйтса пĕлет.)

1 - мĕш класри ачасем «Кахалпа юлхав"

2 - мĕш класри ачасем «Лаша шырани»

3 - мĕш класри ачасем «Кашкăрпа карчăк »

Вĕрентекен. Ĕлĕк ачасене макăрсан, мĕнпе те пулин хăратнă.Эсир халĕ пысăк, макăрмастăр ĕнтĕ. 4 - мĕш класри ачасем «Эпĕ ÿкĕнни»

 

Вĕрентекен. Калав вĕçĕнчи ваттисен сăмахне пурте пĕрле калар –ха. «Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ». Манăн тата хушса çакăн пек калас килет ачасем. Пĕрле килĕштерсе, туслă пурăннине мĕн çитĕ. (Хăшпĕр ачасем ялта чăвашла пачах та пĕлмеççĕ.Çакăн пек калас килет.

Пурăнатпăр эпир ялта

Калаçатпăр вырăсла.

Вĕсем ан кÿренччĕр тесе « Мышонок на прогулке» сценка лартса пачĕç.

Фестиваль тĕлĕнмелле кăсăк та илемлĕ пулчĕ. Çак фестивале кашни вĕренекен питĕ тимлĕ, тăрăшса хатĕрленнĕ. Пĕчĕк артистсем хăйсен таланчĕпе, костюмĕсемпе куракансене, савăнтарчĕç. Ку фестиваль асăнмалăх юлчĕ.

3- мĕш ача: Чăваш алфавитне тăваканĕ.

4- мĕш ача: Чăваш букварне çыраканĕ.

5-мĕш ача: Библие чăвашла куçараканĕ.

Вĕрентекен пирĕн чăваш алфавичĕ мĕнле йĕркеленсе кайни çинченкаласа пачĕ. И.Я.Яковлев вырăс алфавитĕнчи паллăсемпе усă курса, анатри чăвашсен калаçу чĕлхине тĕпе хурса ĕçленĕ. Пĕрремĕш алфавита 1871 çулта туса çитернĕ. Алфавитра 47 сас палли пулнă. 1872 çулта И.Я. Яковлев алфавита çĕнĕрен тунă тата букварь кăларнă. Ку хутĕнче çитменлĕхсене пĕтернĕ, алфавит 27 сас паллирен тăнă.1873 çулта алфавитăн виççĕмĕш юлашки варианчĕ пичетленсе тухнă, вăл 25 сас паллирен тăнă. Çак алфавитпа пĕр улăштармасăр 60 çул, 1923 çулччен усă курнă. Малалла чăваш çыруллăхĕ аталанса пынă май, вырăс алфавичĕ çине тайăнса 37сас паллиллĕ чăваш алфавичĕ пулса тăнă.

Вăтăр çичĕ пĕр тăван

Пурăнаççĕ пит аван.

Тытăнатăн та А- ран,

Ăс пухатăн Я таран.

Кашни сас паллирен пуçланакан ăслайсем каларăмăр.(кашни ача аллинче хĕрлĕ, кăвак тĕслĕ касса кăларнă А4 пысăккăш сас паллисем, ăслайсене каласа сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухса тăраççĕ)

(Ăслайсем )

А аванни пурне те лайăх.

Ă ăсан тытма та ăс кирлĕ.

Б булка- хура çăкăр мăнукĕ.

Класс сехечĕ чăваш юррипе «Пире лайăх вĕренме» Кĕвви В.Воробьевăн. Сăвви И.Ивникĕн юрăпа вĕçленчĕ.