«Чăваш тĕрри - чи илемли, чи асамли» ÿкерчĕксен ăмăртăвĕ

«Чăваш тĕрри - чи илемли, чи асамли» ÿкерчĕксен ăмăртăвĕ



Мӗнле пуян чӑваш тӗрри, –                    

Унта пин-пин ҫулсен йӗрри,

Унта хӑват илет ҫӗнни,

Ҫынсем ӗмӗртенпе кӗтни.

Мӗнле хитре чӑваш тӗрри,

Ун курӑнмасть вӗҫӗ-хӗрри…

     Шкулта чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Ака уйĕхĕн 19-мĕшĕнче виççĕмĕш класра вĕренекенсем  «Чăваш тĕрри - чи илемли, чи асамли» ÿкерчĕксен ăмăртăвне хутшăнчĕç. Тĕрӗ чӑваш эрешӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсенчен пӗри шутланать. Хальхи тӗрӗ, унӑн мелӗсем, тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсемпе усӑ курасси — ҫаксем пурте халӑхӑн ӗмӗрхи ӑсталӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, авалхи тӗрӗн хитрелӗхне палӑртаҫҫӗ.Вĕренекенсем масмак, тутăр, ал шăлли çинчи тĕрĕсен чĕлхине тишкерчĕç, хăйсем те хут çинче «тĕрлесе» пăхрĕç.