Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи,
Мĕн пур унран çепĕçреххи?
Унпа вĕрентĕм калаçма
Пуçларăм сăвăсем çырма.
Паян, акан 19-мĕшĕнче, Чаваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Иккĕмĕш класс вĕренекенĕсем паян И.Я.Яковлев пурнăçĕпе паллашрĕç. Пĕрремĕш чăваш алфавитне тăваканăн чăваш букварĕнчи калавĕсене вуласа тишкерчеç. Вĕсем тăрăх ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç.