Çăварни

 

Аслисем кăна мар, ача- пăча та çăварнине савăнсах кĕтет. Пурне те çак уявăн юрри- кĕвви, вăййи, техĕмĕ илĕртет. Çавăнпа та эпир хамăр шкулта  ăна паллă тумасăр тăма пултараймарăмăр, çăварни эрнин илемлĕне кашни чăваш чунлă ача туйма пултартăр тесе уяв йĕркелерĕмĕр. Хатĕрленÿ ĕçне уйăх маларах пуçларăмăр. Чи малтанах уяв иртекен вырăна палăртрăмăр: вăл - шкул стадионĕ. Хутшăнакансем вара 1-4 класра вĕренекенсем. Кашни класс хăйне майлă ĕç пурнăçлать: кам сăвă вĕренет, кам – юрă, ашшĕ - амăшĕсем вара хĕвел макетне, çăварни карчăкĕн катемпине е факелне ăсталаççĕ. Кĕçĕн класра вĕрентекенсем çăварни ирттерме палăртнă спорт вăййисене хатĕрлеççĕ. Хĕрупраççем хăйне валли çÿçеллĕ тутăр тупса хураççĕ. Капăрлатнă лашасăр çăварни илемĕ çук, çавăнпа  уяв валли чăн – чăн лаша  тупма тăрăшатпăр. (Май килмесен лашасен макечĕсене ăсталама юрать.) Çакăн пек уява хатĕрленсе ирттерни ачасен туслăхне вăйлатать,  коллектива çирĕплетет,  тирпейлĕхне хăнăхтарать. Паллах, уява хатĕрленĕ май эпĕ шкул ачисене хамăр тăрăхра юрлакан юрăсене вĕрентрĕм.  Мана ку ĕçре  „Пилеш“ фольклор купăсçи Ятрушев Алексей Яковлевич  пулăшрĕ. Хамăр тăрăхри Василий Николаев, Юрий Жуковăн, Людмила Яковлевăн  юррисем янăрарĕç. Çăварни эрнин кашни кунĕнчех ĕлĕкхи чăвашсем  хăйне евĕрлĕ паллă тунă.  Эпир вара хамăр уява çичĕ куна тăсас темерĕмĕр, пĕр кунтах эрнери чи илемлĕ те паллăрах саманчĕсене кăтартма тăрăшрăмăр.