Паян пирĕн патра хăнара Галина Чирĕккасси (Павлова Галина Валерьяновна) поэт хăнара пулчĕ. Унăн сăввисем чĕрĕ, чуна хумхатса пăшăрхантараççĕ те савăнтараççĕ. Черченкĕ чунлă хĕрарăмăн сăввисенче – кун çути парнеленĕ ытарайми тăван кĕтес тата анне сĕчĕ урлă илнĕ тăван чĕлхене хаклани, пурнăç панă атте-аннене, чун тĕпренчĕкĕсене – ачасемпе мăнуксене, куçа курăнми çипсемпе ĕмĕрлĕхе çыхăннă тăвансене савни.
Ачасене хăй çырнă сăвăсене вуласа пачĕ. Ачасем питĕ тимлĕ итлерĕç. Унăн мăнукĕ те шкулта пĕрремĕш класра вĕренет. „Ачасене чÿвашла кĕнеке парнеле“ акци пынă май шкул ачисене кашнине хăйĕн 5-мĕш сăвă пуххине парнелерĕ. Ачасем питĕ хавас пулчĕç.