Чи кирли, чи хисеплĕ предмет вăл – тăапн чĕлхе. Унта тăваш çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене. (Г.Н.Волков, академик)
22.04.19.Чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пырать. Кашни класрах „Тăван чĕлхемĕр” калаçу урокĕ иртрĕ. Ăçта пулсан та, мĕнле халăхпа кăна хутшăнмасан та, эпир хамăр чĕлхене манманни çинчен, пирĕн чĕлхе чи çепĕççи çинчен, тăван чĕлхене юратни çинчен калаçрĕç вĕренекенсем. Тăван çĕр-шыв та пирĕншĕн чи çывăххи, пире яланах хăй ытамне илет. Кĕçĕн классенче вара „Чăваш чĕлхи – пуян чĕлхе” калаçу урокĕ иртрĕ.