Савар, мухтар чĕлхемĕре,
Ăна усрар чыс-хисепре;
Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,
Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.
20.04.18 Çичĕмĕш классем И.Я.Яковлев çырнă хайлавсемпе паллашрĕç: „Автан”, „Кахалпа юлхав”, „Сармантей”, „Хураçка”, „Уçăлма тухнă шăши çури”, „Шăши”, „Ĕнепе качака таки”, „Лаша шырани”. Ку калавсем тата юмахсем пурте ачасене вĕрентекен хайлавсем. Вĕсенче ытарлăх пытаннă. Шухăшлама вĕрентеççĕ.