Чăваш чĕлхи эрни

Тăван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывă пул!

Эпир çĕрте çĕрсен те эсĕ юл.

Анне чĕлхи. Эс тăванран тăван.

Санран та çывăххи кам пур-ши?

 

18.04.19. Çак девизпа Чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта И.Я.Яковлев çуралнăранпа 171 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Кашни класрах „Тăван чĕлхемĕр” калаçу урокĕ иртрĕ. Ăçта пулсан та, мĕнле халăхпа кăна хутшăнмасан та, эпир хамăр чĕлхене манманни çинчен, пирĕн чĕлхе чи çепĕççи çинчен, тăван чĕлхене юратни çинчен калаçрĕç вĕренекенсем. Тăван çĕр-шыв та пирĕншĕн чи çывăххи, пире яланах хăй ытамне илет. 8-мĕш касра вĕренекен Семенова Анастасия Театр çулне халаланă хамăр ентеш, чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Тани Юн çинчен интернет-олимпиадăна хутшăнчĕ. Кĕçĕн классенче вара „Чăваш чĕлхи – пуян чĕлхе” калаçу урокĕ иртрĕ.