Эп - чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап сăвва-юрра та,
Купăса та кĕслене.
25.04.18. Паян чăваш чĕлхи кунĕ. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхе вăл – хаксăр тупра, наци культурин никĕсĕ. Кирек камшăн та тăван чĕлхе чи хакли. Çак уяв ячĕпе Чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем уяв ирттерме зала пухăнчĕç. Унта тĕрлĕ вăйă вылярĕç. Çиччĕмĕшсем „Кукамипе кукаçи”, саккăрмĕшсем „Çурхи вăрман” юрă шăрантарчĕç. Пуçламăш классемпе пиллĕкмĕшсем те айккинче тăрса юлмарĕç. Вăйă вылярĕç, юрă юрларĕç, сăвă вуларĕç. Стихван Шавли çырнă „Вĕçкĕн Ваççа” та айккинче юлмарĕ.
Уяв ячĕпе пурне те саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, шанăç, ĕçре тата вĕренÿре ăнăçу, çурхи хĕвел пек савăк кăмăл-туйăм, телей сунатăп!!!