„Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018”

Тăван чĕлхе – атте ăс-пуçĕ,

Тăван чĕлхе – анне сасси.

Тăван чĕлхесĕр шалкăм хуçĕ,

Тăван чĕлхе вăл – пуласси.

 

2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енре Иван Яковлевич Яковлев çурални 170 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халаласа „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018” акци иртрĕ. Кашни çулах Чирĕккасси шкулĕнче вĕренекенсем хаваспах акцие хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ. Кăçал та 10 вĕренекен хутшăнчĕç (7-мĕш класран – Семенова Анастасия, Русин Максим, 8-мĕш класран - Зайцева Инесса, Чернова Елизавета, Васильева Екатерина, Гармонистова Марина, 9-мĕш класран – Васильева Анна тата Яружина Марина, Ягодинова Наталия, Гаврилова Кристина.) Хальхи вăхăтра ачасем чăвашла сахал калаçаççĕ пулин те вĕренекенсем япăх çырман.