2018 - И.Я.Яковлев çулĕ

Яковлев вăл – вĕçсĕр эсĕ, эпĕ,

Пархатар та халăхăн хисепĕ.

Унăн ячĕпе тĕнче умне

Кăларать чăваш ăс-хакăлне.

 

2018 – мĕш çула Чăваш Республикинче чăвашсене çутта кăларакана Иван Яковлевич Яковлева халалланă. Чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Аслă ВĕрентекенĕмĕреИ.Я.Яковлева чысласа уява пуçтарăнчĕç.Чăваш çырулăхĕн çуркуннийĕ 19 ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче И.Яковлев тăрăшнипе килсе çитет, чĕлхемĕр,  культурăмăр, çырулăхăмăр  ешерме тытăнать. Кăçалхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Иван Яковлевич çуралнăранпа170 çул çитнине уявлаççĕ.

Иван Яковлевич Яковлев пултаруллăхĕпе пире 7-мĕш класра вĕренекен Семёнова Анастасия паллаштарчĕ. И.Я.Яковлев 1848 – мĕш çулта Тутар Республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăларакан, халăха çырулăх парнелекен, пĕрремĕш вырăс графикине тĕпе хурса чăваш алфавитне йĕркелекен, пĕрремĕш чăваш букварьне кăларакан, вĕренÿ кĕнекисем çыракан.

И.Я.Яквлев – чăвашсен чи паллă, чи ăслă çынни. Ăна чăваш халăхĕн улăпĕ теççĕ. Вăл тăван халăха чун-чĕререн юратнă, Тăван чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тата унăн ăс-хакăл культурине çĕклесе ярас енĕпе ырми-канми вăй хунă.

Пуçламăш класс ачисем сас паллисен çĕр-шывĕпе паллаштарчĕç, кашни сас паллипе вĕрентсе калакан сăмахсем вуласа пачĕç, 2-4 -мĕш класс хĕр ачисем „Пукане“ юрра юрласа параççĕ, 3-мĕшсем Яковлев хайлавĕ тăрăх сценка лартса пачĕç. Вăтам классем тĕрлĕ юрă шăрантарчĕç, чăваш ташши ташласа пурне те савăнтарчĕç, сăвăсем вуларĕç.И.Я.Яковлев хăй вилес умĕн  чăваш ачисене, вĕсем лайăх çын пулса ÿсчĕр тесе, ырă сăмахсем каласа хăварнă. Çав ырă сăмахсене халалсем е пилсем теççĕ

И.Я.Яковлев халалĕ ÿсекен ăрăва калакан пехил. Халалта 7 пил:

 Саккăрмĕшсем халал вуларĕç...

1)      турра ĕненсе пурăн;

2)      вырăс тата ытти халăхсемпе туслă пулмалла;

3)      вĕренмелле, ăслă-тăнлă пулмалла;

4)      ĕçлемелле, ĕçлемесĕр пурăнма пулмасть;

5)      çыннăн тĕрĕс çулпа пымалла, чыслă пулмалла;

6)      çемьере килĕшÿ пулмалла;

7)      сывлăха çирĕплетмелле.

Тайма пуç Иван Яковлевич Яковлева алфавит йĕркеленĕшĕн, букварь тата ытти вĕренÿ кĕнекисем кăларнăшăн, чăваш шкулĕсене уçнăшăн, чăвашсене çутта кăларнăшăн!!!