Эп - чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап сăвва-юрра та,
Купăса та кĕслене.
25.04.17. Паян чăваш чĕлхи кунĕ. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхе вăл – хаксăр тупра, наци культурин никĕсĕ. Кирек камшăн та тăван чĕлхе чи хакли. Çак уяв ячĕпе чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем уяв ирттерме зала пухăнчĕç. Унта тĕрлĕ вăйă вылярĕç. Çиччĕмĕшсем „Ят пĕлмелле” вăйă вылярĕç, саккăрмĕшсем „Çурхи илем” юрă шăрантарчĕç, улттăмăшсем „Шăпчăк” юрă юрларĕç. Пуçламăш классемпе пиллĕкмĕшсем те айккинче тăрса юлмарĕç. Вăйă вылярĕç, юрă юрларĕç, сăвă вуларĕç. Стихван Шавли çырнă „Вĕçкĕн Ваççа” та айккинче юлмарĕ. Улттăмĕш класра вĕренекен Никитина Вероника юрланă „Пукане” юрă та пурне те килĕшрĕ.
Уяв ячĕпе пурне те саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, шанăç, ĕçре тата вĕренÿре ăнăçу, çурхи хĕвел пек савăк кăмăл-туйăм, телей сунатăп!!!