Тăван чĕлхе – анне сасси.
Тăван чĕлхесĕр шалкăм хуçĕ,
Тăван чĕлхе вăл – пуласси.
2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халаласа „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017” акци иртрĕ. Кашни çулах Чирĕккасси шкулĕнче вĕренекенсем хаваспах акцие хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ. Кăçал та 10 вĕренекен хутшăнчĕç (7-мĕш класран - Зайцева Инесса, Чернова Елена, 8-мĕш класран – Васильева Анна тата Яружина Марина, 9-мĕш класран – Васильева Милена, Игнатьева Оксана, Кондратенко Мария, Цеперова Екатерина, Черноап Екатенина, Яковлева Анастасия.) Хальхи вăхăтра ачасем чăвашла сахал калаçаççĕ пулин те вĕренекенсем япăх çырман. 10 вĕренекенрен пурĕ 2 - „3”, 4 – „4”, 4 –„5”.