Пĕчĕкçĕ лаша, турă лаша,
Чăмăртанса юртса çул илет.
Пĕчĕкçĕ пуçăм, çамрăк чунăм
Шухăшла-шухăшла ăс илет.
21.04.16 Улттăмăшсем алфавит çĕр-шывĕнче пулса курчĕç. Вăйă питĕ интереслĕ иртрĕ. Вăйăра ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме тĕрлĕ ĕçсем пулчĕç. Пĕрремĕш ĕçĕ сасăсем çинчен вĕреннине аса илчĕç. Иккĕмĕш ĕçĕ шарадăсем тупасси. Виççĕмĕш ĕçре çухалса кайнă сас паллисене тупса пачĕç. Тăваттăмĕш ĕçре панă сас паллисен ретĕнчен сăмахсем шыраса тупрĕç. Пиллĕкмĕш ĕçре чăваш çырулăхĕн историйĕпе паллашрĕç. Çĕнĕ çырулăха пуçласа янă И.Я.Яковлев ĕçĕ çинчен калаçрĕç. Вăййа пур ача та хаваспах хутшăнчĕç. Пĕлмен самантсем те сахал мар пулчĕç, анчах ачасем пурне те пĕлме тăрăшрĕç.