Савăнăçлисемпе тавçăруллисен ăмăртăвĕ

20.04.17. Зарядка хыççăн ачасем И.Я.Яковлев пултарулăхĕпе паллашрĕç. Презентаци пăхрĕç.

Пуçламăш классем асанне юмахĕсемпе паллашрĕç. Ачасене уйрăмах Улăп паттăрсем çинчен калакан юмахсем килĕшрĕç. Хăйсене çав Улăпсем пек туйрĕç, танлаштарчĕç. Улăп çăпатине силлесе пысăк ту пулни те ачасене питĕ тĕлĕнтерчĕ.

 Çиччĕмĕшсем сас паллисен çĕр-шывĕнче пулса курчĕç. Ачасем икĕ ушкăна пайланчĕç (Асамат кĕперĕ тата Юман). Вăйă питĕ интереслĕ иртрĕ. Вăйăра çичĕ тапхăр. Пĕрремĕш тапхăрта ачасем сасăсем çинчен вĕреннине аса илчĕç. Иккĕмĕш тапхăрта шарадăсем тупрĕç. Виççĕмĕш тапхăрта çухалса кайнă сас паллисене хăйсен вырăнĕсене тупса пачĕç. Тăваттăмĕш тапхăрта сас паллисен ретĕнчен сăмахсем шыраса тупрĕç. Пиллĕкмĕш тапхăрта чăваш çырулăхĕн историйĕпе паллашрĕç. Вăййа пур ача та хаваспах хутшăнчĕç. Пĕлманнине те пĕлчĕç.