"Тăван чĕлхе - пĕлÿ çăл куçĕ"

Вĕренĕр, тăрăшăр! Хытă юратăр тăван чĕлхене. Тата янăравлăрах, тата çунатлăрах пултăр тăван чĕлхе. (С. Шавли)

 

19.04.17. Çак девизпа Чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Кашни класрах „Тăван чĕлхемĕр” калаçу урокĕ иртрĕ. Ăçта пулсан та, мĕнле халăхпа кăна хутшăнмасан та, эпир хамăр чĕлхене манманни çинчен, пирĕн чĕлхе чи çепĕççи çинчен, тăван чĕлхене юратни çинчен калаçрĕç вĕренекенсем. Тăван çĕр-шыв та пирĕншĕн чи çывăххи, пире яланах хăй ытамне илет. 8-мĕш класра вĕренекен Белов Никита ĕç çыннине халаланă интернет-олимпиадăра хутшăнчĕ. Кĕçĕн классенче вара „Чăваш чĕлхи – пуян чĕлхе” калаçу урокĕ иртрĕ.

Тăххăрмĕш классем „Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ” темăпа сочинени çырчĕç. Тăван чĕлхене юратни çинчен, вăл атте-анне чĕлхи пулни çинчен, чăваш чĕлхи урлă ытти чĕлхесене те юратма вĕренни çинчен çырчĕç хăйсен сочиненийĕсенче ачасем.