Çăлтăрчăк

Чăваш каччи – тĕнче пурри,

Чăваш хĕрĕ – тĕнче юрри.

Ай, пурнар-и, ай юрлар-и?

Чăваш çĕрне пур тăвар-и?

 

Паян, ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, шкулта юрă-ташă ăстисене палăртас тĕллевпе „Çăлтăрчăк” конкурс иртрĕ. Ку конкурса 6-8 классем хутшăнчĕç. Конкурс виçĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш ăмăртура ачасем хăйсен пултаруллăхне тестсем хуравласа виçрĕç. Иккĕмĕш ăмăртура сцена çинчен чăваш классикĕсен сăввисем янрарĕç: Я.Г.Ухсай сăввисем тата П.Хусанкайăн „Таня” поэма сыпăкĕсем, „Савнă çĕр, Чăваш çĕр-шывĕ”. Стихваш Шавлин „Вĕçкĕк Ваççа” хайлава та итлерĕмĕр. Виççĕмĕш ăмăртура чăваш юррисем шăранчĕç. Вĕсен шутĕнче „Юрласа парар-и çепĕç юрра”, „Çурхи вăрманта”.  Ăмăртура 6-мĕш класра вĕренекен Никитинв Вероника çĕнтерчĕ. Ăна саламлатпăр. Шкул чысне района хатĕрлеме кайĕ.