Асамлăх тĕнчи

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче çиччĕмĕшсемпе улттăмĕшсем хушшинче „Асамлăх тĕнчи” ăмăрту пулчĕ. Ачасем тĕрлĕ станцисенче пулса курчĕç: чĕлхе станцийĕ, литература станцийĕ, истори станцийĕ, вăйă станцийĕ, юмах станцийĕ тата ыт. те. Кашни станцинчех 6-7 ыйтуран кая мар хуравлама тиврĕ. Хăйсен пĕлĕвне туллин кăтартрĕç. Вун пилĕк очко пухса çиччĕмĕшсем çĕнтерчĕç. Вĕсене чун-чĕререн саламлатпăр!!!